| 876 | Усалпа усал пулса пӗтереймӗн. | Ырӑ — Усал |
| 875 | Усалпала усал пул, ырӑпала ырӑ пул. | Ырӑ — Усал |
| 878 | Усалран хӑтӑлни хӑй пӗр услам. | Ырӑ — Усал |
| 879 | Усалран хӑтӑлсан аҫам аркишӗн йӗмеҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 880 | Усалран хӗрес хӑтарать, йытӑран патак хӑтарать, ухмахран нимле те хӑпма ҫук. | Ырӑ — Усал |
| 881 | Усалсен урасси ҫурҫӗр ҫитиччен теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 882 | Усалтан тар, ырӑ патне пыр. | Ырӑ — Усал |
| 1051 | Усалтан Турӑ сиртӗр теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 883 | Усалшӑн та кун иртет, ырӑшӑн та кун иртет. | Ырӑ — Усал |
| 884 | Утӑ капанӗ пек ырлӑх тусан — час манаҫҫӗ, вир пӗрчи пек хурлӑх тусан — ӗмӗр манмаҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 1052 | Ӳкӗнсен-ӳкӗнсен Турӑ та каҫарать тет. | Турӑ — Шуйттан |
| 1429 | Халӑх ылханӗ ҫӗре ӳкмест. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1431 | Халӑх ылханӗ тӑвӑлтан кӑрарах. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1430 | Халӑх ылханӗ Турӑ патне ҫитнӗ тет. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 1432 | Халӑх ылхансан йывӑҫ та хӑрать тенӗ. | Ырӑ суну — Ылхан |
| 885 | Хаяр йытӑ та хӳрипе йӑпӑлтатать. | Ырӑ — Усал |
| 886 | Хаяр йыттӑн ҫӑварне час шӑмӑ лармасть. | Ырӑ — Усал |
| 887 | Хаяр куҫпа пӑхсан хӑяр ҫулҫи те шанса кайнӑ тет. | Ырӑ — Усал |
| 888 | Хаяр пулса ҫын пуҫӗ ҫинче таптаса ан ҫӳре, кунӗ пулса хурланса ан ҫӳре. | Ырӑ — Усал |
| 889 | Хаяр ҫилпе усал вӗҫет теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 890 | Хаяр ҫыннӑн шӑл хушшинчен вут тухать. | Ырӑ — Усал |
| 891 | Хаяра хирӗҫ хаяр пул. | Ырӑ — Усал |
| 892 | Хаярӑн алли ҫӳлте. | Ырӑ — Усал |
| 893 | Хаярӑн ури саккӑр. | Ырӑ — Усал |
| 894 | Хаярпа куштан пӗртӑван. | Ырӑ — Усал |
| 895 | Хаярпала куҫ курмасть, хаяр иртсен — чуптӑвас. | Ырӑ — Усал |
| 896 | Хаяррине ылханаҫҫӗ, йӑвашшине пусмӑрлаҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 897 | Хаяртан хаяр тухать тет. | Ырӑ — Усал |
| 898 | Хир усалӗ йӑран тӑрӑх ҫӳрет тет. | Ырӑ — Усал |
| 899 | Хире тухсан — хирти усал, уя тухсан — уйри усал. | Ырӑ — Усал |
| 900 | Шӑтӑкӗ курӑкпа витӗннӗ, усал ӗҫӗ витӗнмен. | Ырӑ — Усал |
| 1307 | Шуйтгана ҫара алӑпах тытаймӑн. | Турӑ — Шуйттан |
| 1286 | Шуйттан аллине лекнӗ япала тупӑнмасть. | Турӑ — Шуйттан |
| 1287 | Шуйттан арчи хыт кукар мулӗпе тулать тет. | Турӑ — Шуйттан |
| 1288 | Шуйттан вӑйлӑ та, Турӑ чарать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1289 | Шуйттан куҫӗ вуниккӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1290 | Шуйттан мӗн ҫинине кам курнӑ? | Турӑ — Шуйттан |
| 1291 | Шуйттан пӗлменнине хӗрарӑм пӗлет. | Турӑ — Шуйттан |
| 1292 | Шуйттан сасси чуна йӑпатса илӗртет тет. | Турӑ — Шуйттан |
| 1293 | Шуйттан та вӑхӑчӗпе кӑна шуйханать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1294 | Шуйттан та мӑйракасӑр ҫуралать теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1295 | Шуйттан тенӗ япала хура пулать вӑл. | Турӑ — Шуйттан |
| 1296 | Шуйттан укҫи шуйхатать теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1297 | Шуйттан укҫи шуйхатать, тухатмӑш укҫи тухатать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1298 | Шуйттан хӑй пултарайман ӗҫе хӗрарӑма хушса ярать тет. | Турӑ — Шуйттан |
| 1299 | Шуйттан хӳрипе хупланӑ япалана тупма хӗн. | Турӑ — Шуйттан |
| 1300 | Шуйттан чее теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 1301 | Шуйттан чӗппи астарать, хырӑм выҫҫи кастарать. | Турӑ — Шуйттан |
| 1302 | Шуйттан шуйттана виҫ ҫухрӑмран сисет. | Турӑ — Шуйттан |
| 1303 | Шуйттан шуйттанах, шыва кӗрсен те тасалмасть. | Турӑ — Шуйттан |